Пресс-центр

Вӑйӑран вӑкӑр тухасран сыхланмалла

Ҫанталӑк ӑшӑтнипе ачасем пушӑ вӑхӑта ытларах урамра выляса ирттерме кӑмӑллаҫҫӗ. Ку лайӑх, ҫав вӑхӑтрах пӗчӗккисем инкеке лекнӗ тӗслӗх нумайланать.

Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах 5-12 ҫулхи ачасем куҫӗсене амантаҫҫӗ. Ытларах пӑтӑрмахсем вӑйӑ вӑхӑтӗнче сиксе тухаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Республикӑри офтальмологи клиника больницинчи васкавлӑ пулӑшӳ пӳлӗмне 3 ачана илсе килнӗ.

Халь ачасен сывлӑхне кунти куҫ тухтӑрӗсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Пациентсем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ. Куҫ - питӗ черчен орган. Аманнине пула унӑн курас вӑйӗ чакать. Вӑхӑтра сипленменни вара суккӑрлах патне илсе ҫитерме пултарать. Ашшӗ-амашӗн ачисене асӑрханулӑх пирки тӑтӑшах аса илтерсе тӑмалла.
Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне те ачасен куҫӗсене асӑрхасах тӑма сӗнеҫҫӗ. Хӗрелнӗ е пӳрленнӗ пулсан тӳрех больницӑна каймалла. Чире шала кайма памалла мар.


Алена Артемкина, Игорь Ульянов



12 апреля 2023
15:09
Распечатать
Поделиться